Хӗр тутри пек шурӑ тутӑр
Ҫыхрӗ лантӑш ирхине
Ҫук, никам та чӑтаймасӑр
Пӑхаймарӗ-иҫ ун ҫине
Ландыш, ландыш
Шурӑ тутӑрлӑ пике
Мӗншӗн эсӗ
Ас илтертӗн савнине?
Ӑшӑ ҫил килсе хупларӗ
Сивӗ симӗс ҫулҫине
Лӑпкӑ ҫил килсе хупларӗ
Шурӑ-шурӑ ҫеҫкине
Ландыш, ландыш
Шурӑ тутӑрлӑ пике
Мӗншӗн эсӗ
Ас илтертӗн савнине?
Ҫук, ӑна эпӗ татмарӑм
Кама парӑп-ши тесе
Урӑх каччӑ таттӑр терӗм
Парнелетӗр савнине
Ландыш, ландыш
Шурӑ тутӑрлӑ пике
Мӗншӗн эсӗ
Ас илтертӗн савнине?